Çĕнĕ Çул уявĕ инкек-хуйхăпа ан вĕçлентĕр/НТРК от 25.12.2019
Çĕнĕ Çул çывхарнă май урамсенче тăташах салют-фейерверк, петарда янине сăнама пулать. Уяв каçĕнче вĕсен илемĕпе киленекенсен шучĕ тата ытларах пулĕ. Анчах савăнăç инкек-хуйхăпа ан вĕçлентĕр тесен хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла.