Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗртен-пӗр пляж иртнӗ кунсенчех халӑхпа тулнӑ. Кунта хӗвел ӑшшинче хӗртӗнсе выртакан та, шыва кӗрекен те пайтах. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра шыва кӗмелли тапхӑр хӑҫан пуҫланасси паллӑ мар-ха. Ҫакӑ ҫӗнӗ вирус алхаснипе ҫыхӑннӑ. Анчах та ирӗклӗ халӑха шыва кӗме чарма йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫӑлавҫӑсем пурне те саккуна пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ.