Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям
Утă уйăхĕ шăрăх тăнăран çынсем шыва кĕме васкаççĕ. Вăхăта савăнăçлă ирттернипе пĕрлех вĕсенчен чылайăшĕ хăрушсăрлăх йĕрки пирки мансах каять. Çавна пулах юлашки 4 уйăхра республикăра 14 çын путса вилнĕ.