Хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси - тӗпре / "Хыпар" 24 Раштав, 2020

Республикӑри ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ку ыйтусене паян Правительство комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 10-15 ҫул каяллахине аса илчӗ. Ун чухне тӗп хулара общество транспорчӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйту сахал мар пулнӑ. Пӗчӗк маршруткӑсем нумайран, сӑмахран, тӗп урамсенче "пӑкӑсем" пухӑннӑ, общество транспорчӗсем аварие лекнӗ тӗслӗхсене те час-часах шута илнӗ тата ытти йывӑрлӑх пулнӑ. Хулара пысӑк автобуссене ҫӳретме пуҫласан чылай ҫивӗч ыйту татӑлнине пӗлтерчӗ Алексей Ладыков.

ЧР транспорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Арлашкин пӗлтернӗ тӑрӑх, республика районӗсене ҫӳрекен транспорт та, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ те ҫӗнӗлет. Ҫакӑ граждансене ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех республикӑра ҫут ҫанталӑк газӗпе ҫӳрекен транспорт ҫине куҫас юхӑм вӑй илсе пырать.

Хӑрушсӑрлӑха витӗм кӳрекен тепӗр паллӑ - ҫулсен пахалӑхӗ. Ку енӗпе пурнӑҫланакан ӗҫсем ҫинчен Автоҫулсен управленийӗн директорӗ Александр Немов каласа кӑтартрӗ. Ҫулсем ҫинчи хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан самантсенчен хӑтӑлса пыни куҫкӗрет. Ҫакна аварисен шучӗ чакни те, ҫул ҫинчи инкексенче вилнисемпе аманнисен йышӗ сахалланни те ҫирӗплетет.

Ларӑва ертсе пынӑ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ҫынсене общество транспорчӗпе илсе ҫӳрессин пахалӑхне ӳстернинчен, транспорта хӑтлӑлатнинчен нумай килет.



31 декабря 2020
13:23
Поделиться