Пандеми парăнасшăн мар / газета "Хыпар" 11 Кăрлач, 2021

Умра — Кăшарни уявĕ. Çав кун шыва кĕрес текенсен йышĕ корнавирус инфекцине пула кăçал сахалрах пулма пултарĕ, çапах та, ГКЧС ертÿçин Вениамин Петровăн шучĕпе, сыхлăха чакарма юрамасть. Çакăн пирки вăл ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура палăртрĕ.

Шыва кĕрекенсен шучĕ 25 пин çын патнелле пулать, вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕше пĕтĕмпех тумалла. Ятарлă службăсен хатĕрлĕхĕ, шыва кĕмелли вырăнсен шанчăклăхĕ тата ытти — пĕтĕмпех тĕплĕ шута илмелле. Çанталăк сивĕ пулассине шута илсен — пушшех.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пандемипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Инфекци пуçланнăранпа чирленисен шучĕ республикăра 17455 çынна çитнĕ. Сывалнисем — 15779-ăн. 643 çын вилнĕ. Коронавируспа чирлисене йышăнмалли пушă койкăсен резервĕ çителĕклĕ. Çавна май икĕ санаторие, коронавируспа чирлисене йышăнмалли учрежденисен шутне кĕртнĕскерсене, çак шутран кăларма та май килнĕ.

Республикăра çынсене инфекцирен сыхланса вакцинацилес ĕç пуçланнă. Хальлĕхе 792 çынна прививка тунă. Çак йышăн тĕп пайĕ — медицина тата вĕрентÿ сферисен ĕçченĕсем. Республикăра пурăнакансене çывăх вăхăтра массăллăн прививка тума пуçласшăн — вакцина кĕçех килсе çитмелле.



13 января 2021
13:20
Поделиться