Шăнкăртамра _ пĕрремĕш, районта _ вун пиллĕкмĕш
ÇАК кунсенче Шăнкăртамра пурăнакан Э. Хуснетдиновсен хуçалăхĕнче тăр кăнтăрлах мунчаран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма, каярахпа вут-çулăм та явăнма пуçланă. Районти пушар надзорĕн инспекто- рĕсем çирĕплетнĕ тăрăх мунчари çутă проводисем шанчăклă пулманран тăруках хĕлхем унталла та кунталла сирпĕнсе хыпса илнĕ... Юрать-ха пăтăрмаха çийĕнчех асăрханă, пушара малалла алхасма паман. Сăмах май, кăçал çак ялта пĕрремĕш хут пушар тухнă. Районта вара "01" служба вырăна тухса парăнтарнă вун пиллĕкмĕш инкеке шута илнĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)