Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Тĕп пляжри инкек

Çанталăк шăрăх тăнăран çынсем шыв çывăхнелле туртăнаççĕ. Шел, асăрхануллă пулманран инкек тăтăшах тухать. Акă иртнĕ вырсарникун Шупашкарти тĕп пляжра 15-ри хĕрача путса вилнĕ.

«Шкул ачи канма аслисемсĕрех, хăйпе пĕр çулти виçĕ юлташĕпе пынă. Хĕрача тата ушкăнри пĕр арçын ача ишме пĕлмен, çапах вĕсем пурте шыва кĕнĕ. Буексен çывăхĕнче чăмпăлтатакансене ăнсăртран хум пырса çапнă, çул çитменскерсем шыв тĕпне анса кайнă. Арçын ачасем шывран тухма пултарнă. Вĕсен тантăшĕ вара çăлăнайман. Юнашар канакансем пулăшма васканă, анчах путнăскере тупнă çĕре вăл сывламан ĕнтĕ», — пĕлтерчĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби. Ку тĕслĕх тĕлĕшĕпе тĕрĕслев, суд-медицина экспертизи ирттереççĕ.

Çăлавçăсем палăртнă тăрăх — кăçал пирĕн республикăра ултă ача путса вилнĕ. Инкексен сăлтавĕ пĕрешкел: çул çитменскерсем пĕве-кÿлĕ хĕрринче аслисемсĕр пулни тата вĕсене çитĕннисем асăрхаса çитерейменни. «Ашшĕ-амăшĕ, тимлĕ пулăр! Ачăрсене куçран ан вĕçертĕр!» — сĕнеççĕ МЧС ĕçченĕсем.

 


"Хыпар"
09 августа 2016
11:05
Поделиться