Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Чемпионата Шупашкарта хатĕрленсен - ăнать

Çурла уйăхĕн 14-21-мĕшĕсенче Чехири Острава хулинче пушар-çăлав спорчĕ енĕпе XII тĕнче чемпионачĕ иртет. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăнать. Палăртма кăмăллă: ку командăри спортсменсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаканскерсем, асăннă чемпионата Шупашкарти "Олимпийский" стадионра икĕ эрне хатĕрленчĕç.

Чăваш Ене ахальтен суйласа илмен: кунта ăмăртусене хатĕрленнĕ май тренировкăсем ирттерме кирлĕ пĕтĕм услови пур. "Ку стадион реконструкци хыççăн пушшех лайăхрах, хитререх курăнать. Кунта маларах та пулнă, эпир виçĕ çул каялла тренировкăна шăпах çак стадиона килнĕ. Шупашкарта хатĕрленнĕ хыççăн эпир тĕнче чемпионĕсем пулса тăтăмăр. Кăçал та çаплах ăнасса шанатпăр", — каласа кăтартрĕ Раççейĕн пушар-çăлав спорчĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Петр Калинин çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, тренировкăн юлашки кунĕнче.

Спортăн çар тĕсĕсен хушшинче пушар-çăлав енĕпе çыхăнни чи хăрушши шутланать, çав вăхăтрах ăна пăхма-сăнама чăнласах та кăсăклă. Маттур та çаврăнăçуллă каччăсем штурм пусмипе темиçе çеккунтрах вĕренÿ-тренировка башнин 4-мĕш хутне хăпараççĕ, икĕ енлĕ кĕрешĕве хутшăнаççĕ, тĕрлĕ чăрмава çĕнтерсе /тĕслĕхрен, 2 метрлă хÿме урлă каçса, пушар насусĕпе чупса/ эстафетăра ăмăртаççĕ, вут-çулăма сÿнтереççĕ... Тĕп тренер каланă тăрăх — кăштах йăнăш тусанах, сăмахран, пÿрнене штурм пусми айĕнчен илсе ĕлкĕреймесен тата ытти саманта шута илмесен хытах суранланма пулать. Спортăн çак тĕсне суйласа илнисен ал-урине хуçас, сыпăсене мăкăлтас, çурăм шăммине амантас, пиçсе каяс тата ытти хăрушлăх пысăк. Çапах пушар-çăлав спортне кăмăллакансем çÿллĕшрен те, ытти нумай йывăрлăхран та хăрамаççĕ, хăйсем уйрăммăн та, командăпа та çĕнтерме ĕмĕтленеççĕ. Ахальтен мар асăннă енпе Раççейĕн пĕрлештернĕ команди тĕнчере чи вăйлисенчен пĕри шутланать. Икĕ çул каялла пирĕн çĕршывра хĕрарăмсен пĕрлештернĕ команди те йĕркеленнĕ. Çакă, паллах, савăнтарать.

Тĕрлĕ хулара ĕçлекен пушарнăйсемпе çăлавçăсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор тĕнче чемпионатĕнче çĕнтерме ăнăçу сунчĕ. "Пирĕн професси спорчĕ хăрушă. Çапах чи пĕлтерĕшли — эсир хăвăр вăя шанни. Ун пек чухне эсир çĕнтеретĕрех! Чăваш çĕрĕ, хĕвелпе тÿпе сире лайăх кăмăл-туйăмпа вăй-хал панине ĕненетĕп", — терĕ вăл.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри ветерансен канашĕн ертÿçин заместителĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ Василий Нягин атлетсене тĕнчери чи вăйлă команда ятне çирĕплетме, хăюллисемпе хастаррисен спортне аталантарма сĕнчĕ. Вăл командăн тĕп тренерне Петр Калинина Иван Криковăн "На линии огня" кĕнекине /Чăваш Енри пушарнăйсем çинчен/, хăнасене асăнмалăх сувенирсем парнелерĕ.

Спортсменсене Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркĕвĕн пачăшки Александр атте тăван тăрăха çĕнтерÿпе тата ырă-сывă таврăнма пил пачĕ. Команда капитанĕ, пушар-çăлав спорчĕ енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ Руслан Хубецов /Санкт-Петербург хули/ хăйсене лайăх кĕтсе илнĕшĕн тата ырă суннăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



"Хыпар"
17 августа 2016
09:45
Поделиться