Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнсан халăх пуянрах пурăнĕ
«Йывăр та хăрушă самантсенче çухалса каймасть вăл. Оперативлă служба тĕллевĕсене çÿллĕ шайра татса парать. Ĕçлеме пултараслăхĕ пысăк пулнипе тата мĕн хушнине яваплăн пурнăçланипе палăрса тăрать», — шăпах çапла хаклаççĕ ĕçтешĕсем 6-мĕш пушар-çăлав чаçĕн пуçлăхĕн заместительне, шалти службăн аслă лейтенантне Павел Орлова. Вăл кăçал Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» VIII фестивалĕн республика тапхăрĕнче «Пушар чаçĕн пуçлăхĕн чи лайăх заместителĕ» номинацире çĕнтернĕ. Пушар хуралĕнче «Профессийĕпе чи лайăххи» ята тивĕçмешкĕн çăмăл мар: çынна пĕрремĕш пулăшу кÿме, служба докуменчĕсене хатĕрлеме, хальхи йышши пушар техникипе лайăх ĕçлеме пĕлмелле. Унтан турникрен туртăнмалла, чупмалла, ытти норматива пурнăçламалла… Павел Анатольевича пĕтĕм тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса çĕнтернĕ ятпа саламларăмăр, хăйĕнпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.
— Фестивальте хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас терĕм. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕни савăнтарать. МЧС тытăмĕнчи Пушар хуралĕн çулталăкĕнче награда илме пушшех те кăмăллăрах, — терĕ Павел Анатольевич.
— Эсир пушар хуралĕнче 13 çул ĕçлетĕр: водительтен пуçланă та карьера картлашкин пĕтĕм тапхăрĕ витĕр тухнă. Водительте, караул пуçлăхĕн пулăшуçинче, караул пуçлăхĕнче тăрăшнă, 2015 çулхи çурла уйăхĕнчен — чаç пуçлăхĕн заместителĕ. Çак должноçсенче вăй хунă чухне те тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн подразделенийĕсен ертÿлĕхĕн тытăмĕ хушшинче «Чи лайăх газодымозащитник» номинацире çĕнтернĕ. Çакнашкал ăмăртусем малалла ăнтăлма пулăшни каламасăрах паллă. Калăр-ха, тархасшăн, хăш должноçра ĕçлеме кăсăклăрах?
— Кашни специальноç хăйне май кăсăклă. Водитель пушар машини патĕнче тăрать, шалта мĕн пулса иртнине курмасть. Караул пуçлăхĕ тата унăн пулăшуçи вара вут-çулăмпа куçа-куçăн тĕл пулаççĕ, унпа кĕрешеççĕ. Халĕ заместитель пулнă май ытларах пÿлĕмре лармалла пек, çапах эпĕ паянхи кун та караулпа пĕрле пушар алхасакан вырăна васкатăп. Дежурнăй караулшăн яланах чун ыратать манăн. Пысăк ранглă пушарсем пулсан та пире чĕнеççĕ. Акă кăçал юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарăн кăнтăр районĕнче склад çунма пуçланă. Ун чухне караул пуçлăхĕ шăпах отпускраччĕ, çавна май унăн вырăнне эпĕ дежурствăра пултăм. Талăкĕпех ĕçленĕ хыççăн киле кайма пуçтарăннăччĕ çеç — склад çунма тытăнни, çулăм юнашарти сĕтел-пукан цехĕ çине куçни çинчен пĕлтерчĕç. Тĕтĕм-сĕрĕм таврана карса илнĕрен çывăхри шкултан ачасемпе вĕрентекенсене эвакуацилерĕмĕр. Инкек вырăнĕсене тăтăшах кайма тивнĕшĕн ÿпкелешместĕп, мĕншĕн тесен пĕр вырăнта ларма юратмастăп эпĕ. Мана яланах хастар та сывă пурнăç йĕрки килĕшнĕ, халĕ те килĕшет. Çавăнпах ĕнтĕ пушар хуралĕн тытăмĕнче ĕçлетĕп.
— Пушарнăй пулас ĕмĕт хăçан çуралчĕ?
— Хĕсметрен таврăнсан çар комиссариатĕнче пĕлтерÿ куртăм, унта пушар чаçне çынсем кирли пирки çырнăччĕ. Çавна вуласа палăртнă çĕре кайрăм. Чăн та, унччен хамăн пурнăçа çак службăпа çыхăнтарăп тесе пĕрре те шухăшламан. Çапла 14-мĕш пушар чаçне водителе вырнаçрăм. Унта ĕçленĕ чухне Мускаври Патшалăх пушар службин академине каймашкăн сĕнчĕç, куçăн мар майпа вĕрентĕм.
— Çак çула суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕр-и? Вăл хăрушлăхпа çыхăннă-çке.
— Çук, ÿкĕнместĕп. Хамăн малашлăха та пушар хуралĕнчех куратăп. Хăрушă самант вара пирĕн ĕçре тăтăшах пулать. Шупашкарти Калинин районĕнче — эпир чи малтан уншăн яваплă — кивĕ çурт нумай. Уйрăм пÿртсенче пушар алхасма тытăнсан эпир шалта газ баллонĕ пурри-çуккине хăш чухне пĕлместпĕр те: унта пурăнакансем çакна хушăран пытараççĕ. Газ баллонĕ сирпĕнсен пушарнăйсем те суранланма-вилме пултараççĕ-çке. Хамăр патра ĕçлекенсемшĕн вара эпир яваплă. Паллах, ĕç сыхлавĕн йĕркине çирĕп пăхăнсан йăлтах йĕркеллĕ пулмалла.
— Тĕтĕм-сĕрĕм тата вут-кăвар тыткăнне лекнĕ çынна çăлни, çунакан çуртран урама илсе тухни те пĕрре мар пулнă-тăр.
— Паллах, пулнă. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти Кадыков урамĕнчи пĕр хваттер çунма пуçлани пирки хыпар илтĕмĕр. Инкек пирки кÿршисем 22 сехет те 30 минутра пĕлтерчĕç. Çынсем ку вăхăтра канаççĕ. Вут телевизортан тухнă. Караул пуçлăхĕн пулăшуçипе, отделени командирĕпе тата газодымозащитниксемпе хваттере кĕтĕмĕр, кинемее йăтса тухрăмăр. 5 хутлă çуртăн подъездĕнче куç курми тĕтĕм-сĕрĕм тăнăран çÿлти хутсенче пурăнакансене урама кăлартăмăр. Çакна та палăртса хăварас килет: вилесене, уйрăмах çуннисене, курма çăмăл мар.
— Вут-çулăма пула кĕтессĕр тăрса юлнисене лăплантарма, пулăшма тивет ĕнтĕ…
— Инкеке лекнĕ кашни çыншăн пăшăрханатпăр, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Вĕсем хăйсен пурлăхĕпе çурчĕшĕн кулянаççĕ. Май килнĕ таран лăплантаратпăр. Хĕллехи вăхăтра çуртсăр юлнăскерсене вĕри чей сĕнетпĕр, кÿршисемпе, тăванĕсемпе çыхăнатпăр: тен, вĕсен çав çемьене вăхăтлăха хăйсем патĕнче пурăнтарма май пур? Чăн та, ку ыйтăва чылай чухне вырăнти администраци татса парать. Çунакан пÿртне каялла кĕрес текенсем те пур, ун пеккисене докуменчĕсемпе хаклă япалисене хамăр илсе тухса паратпăр. Хушăран ÿсĕр çынсене те курма тивет: вĕсем мĕн пулса иртнине те, эпир хăйсене мĕншĕн вăратнине те — уйрăмах тĕтĕм-сĕрĕмре — ăнланмаççĕ. Ку ушкăнрисем ятлаçма та хăтланаççĕ. Вĕсемпе те лăпкăн калаçатпăр.
— Пысăк пушарсем патне тепре таврăнар-ха. Эсир хăй вăхăтĕнче республикăна «кисретнĕ» пушарсене те сÿнтермешкĕн хутшăннă.
— 2007 çулта Чăваш Енĕн тĕп хулинчи МТВ-центр çуннине чылайăшĕ астăвать ахăртнех. Унччен пĕр уйăх маларах çеç эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти объект чаçĕнчен Шупашкара куçнăччĕ. Спутник хулара инкек пулнă вырăнсене тăтăшах тухса çÿреме тивмен пире. Вут-çулăм алхасакан МТВ-центра 23 сехет те 40 минутра сÿнтерме пуçларăмăр та тепĕр кун ирхи 9 сехетре тин ăна лăплантарма тÿр килчĕ. Республикăри чи пысăк пушарсенчен пĕри пулчĕ вăл. Эпĕ ун чухне водительте ĕçлеттĕм. Çак синкер нумайлăха асра юлчĕ, çав хушăрах опыт пухма та пулăшрĕ. 2009 çулта «Текстильмаш» ОООра «хĕрлĕ автан» хытах «ташларĕ», стена та ишĕлсе аннăччĕ. Эпĕ ун чухне те водительччĕ. Астăватăп-ха: çав кун инкек вырăнне чи малтан çитрĕмĕр.
2010 çулхи вăрман пушарĕсене сÿнтермешкĕн те хутшăнма тÿр килчĕ. Мана, водителе, Улатăр районĕнчи Кире поселокне икĕ хутчен ячĕç. Смена виçшер талăка тăсăлатчĕ. Иккĕмĕш хутĕнче каялла таврăннă чухне çумăр çурĕ, çулăма лăплантарчĕ. Шупашкара çитсен пире Атăл леш енчи Октябрьски поселокне ячĕç. Унта та смена виçшер кунччĕ. Атăл леш енчех пурăнтăмăр, çĕрлесерен машинăра черетпе кăштахшар тĕлĕртĕмĕр. Паллах, меллĕ мар, тĕтĕм-сĕрĕме пула сывлама кансĕр, анчах синкере çĕнтермеллех. Пире унта пурăнакансем те нумай пулăшрĕç.
— Ахальтен мар ĕнтĕ сире II тата III степень “Службăра палăрнăшăн”, “2010 çулта вăрман пушарĕсене сÿнтернĕшĕн”, “Василий Чуйков маршал”, “Раççей МЧСĕ — 25 çулта” медальсемпе наградăланă. Сăмах май, шăпах 2010 çулхи синкер хыççăн республикăна вут-çулăмпа кĕрешмелли хальхи йышши техника нумай илсе килчĕç. Çĕнĕ автомобильсем сирĕн чаçре те пур-и? Пуçлăх заместителĕ чаçре ĕçлекенсемшĕн çеç мар, техникăпа унăн тăрăмĕшĕн те яваплă-çке.
— Кăçал пирĕн чаçре çĕнĕ 2 автомобиль хушăнчĕ, вĕсенчен пĕрин евĕрли пирĕн республикăра хальлĕхе урăх çук. Вăхăтĕнче хам та водитель пулнăран, техникăпа кăсăкланнăран чаçре ĕçлекенсем те машинăсене лайăх пĕлччĕр, вĕсемпе талăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те усă курма пултарччăр тата халăха пулăшу кÿччĕр тетĕп. Техника хальхи йышши пулнăран çынсене вĕренме яратпăр, теорие ан манччăр тесе практика занятийĕсем ирттеретпĕр. Çĕнĕ автомобильсен управлени тытăмĕ пачах урăхла — ку мана та питĕ кăсăклантарать.
— Эсир — профессионал, çавна май кирек ăçта кайсан та çитменлĕхсене тÿрех асăрхатăр ахăртнех.
— Çемьепе кафене е тата урăх çĕре кайсан пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнман самантсем тÿрех куçа курăнаççĕ çав. Мĕнле огнетушительсем пуррине, вĕсене ăçта вырнаçтарнине, эвакуаци алăкĕ мĕнлереххине тата ыттине сăнатăп. Пысăк çитменлĕхсем пур тăк, тĕслĕхрен, общество вырăнĕнче эвакуаци çулĕсене тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарнине асăрхасан, йĕркешĕн яваплисене çакă мĕнпе вĕçленме пултарнине аса илтерни те пулнă. Тепĕр чухне пĕлĕшсем те шăнкăравлаççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркипе килĕшÿллĕн вăл е ку япала мĕнлерех пулмаллине ăнлантарса пама ыйтаççĕ.
— Ĕçре питĕ нумай вăхăт ирттернине палăртрăр. Пушăрах чухне мĕн тăватăр?
— Çемьепе — чи малтан мăшăрăмпа, виççĕри хĕрĕмпе — юнашар пулма кăмăллатăп. Атте-аннене пулăшма тăрăшатăп. Çывăх çыннăмсем маншăн пăшăрханаççĕ, вĕсемех мана хавхалантарса тăраççĕ. Юлташсем те манăн ĕç çăмăлах маррине ăнланаççĕ. Ĕçтешсен хушшинче те туссем пур. Эпĕ спортпа туслă. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн “Звезда” хоккей командинче вылятăп, çавна май тренировкăсене çÿретĕп. 2014 çулта пирĕн команда хоккей юратакан командăсен ăмăртăвĕнче çĕнтерчĕ. Эпир виççĕмĕш çул ĕнтĕ профессионал мар хоккей лигине кĕретпĕр. Спортсăр пирĕн ĕçре май килмест. Вăл пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Эпир кашни кварталтах нормативсем паратпăр. Пушарнăйсен сывлăхĕ çирĕп пулмалла. Çавăнпа пушар хуралĕнче ĕçлеме ĕмĕтленекен çамрăксене кунĕпе компьютер умĕнче ларас вырăнне урамра уçăлса çÿреме, спортпа туслашма сĕнетĕп.
— Хăвăр мĕн пирки ĕмĕтленетĕр?
— Кашни офицерах генерал пулма ĕмĕтленет. Çавăн пекех ваттисен халалне пурнăçласчĕ: çурт хăпартасчĕ, йывăç лартса ÿстересчĕ, ача-пăча çитĕнтересчĕ.
— Вулакансене, республикăра пурăнакансене мĕн калас килет?
— Пурне те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнма чĕнсе калас килет. Ун пек чухне пирĕн вут-çулăмпа сахалрах кĕрешме тивĕ, халăх та пуянрах пурăнма /пушарсенче мĕн чухлĕ пурлăх çунса кĕлленет/ пуçлĕ. Кăçал пушар пĕлтĕрхинчен сахалрах тухнă, анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест, çавăнпа малашне те инкексен шучĕ татах пĕчĕклентĕр тесе ĕçлĕпĕр.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА