Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Патӑрьел районӗнче пушара хирӗҫ кӗрешекенсен дружини ӑнӑҫлӑ ӗҫлет/ГТРК от 20.05.2019г

Республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 712 пушар пулнӑ. Вӗсенче, шел пулин те, 33 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫавӑн пекех 27 миллион тенкӗлӗх пурлӑх пӗтнӗ. Инкексен тӗп сӑлтавӗ - ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулни тата электричество хатӗрӗсемпе тӗрӗс мар усӑ курни, пӗлтереҫҫӗ специалистсем.

Леонид Петров, Семен Антонов

Кӑҫал республикӑра пушарсен шучӗ пур районпа хулара та ӳснӗ. Лару-тӑру Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай тӑрӑхӗсенче лӑпкӑрах. "Хӗрлӗ автан" ытларах Пӑрачкав, Куславкка, Шупашкар районӗсенче тата Улатӑр хулинче алхаснӑ.

Патӑрьелсемшӗн те ку ыйту ҫивӗч. Кӑҫал районта 23 пушара шута илнӗ.
Ҫакна тӗпе хурса тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑран, вырӑнти специалистсем профилактика ӗҫне вайлатнӑ.

Туҫа тӑрӑхӗнчи ушкӑн 8 яла пӑхса тӑрать. Халӑх вӑйӗпе кунта икӗ пушар машинипе 4 ҫынна тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсем талӑкӗпе сыхӑра. Вырӑнти влаҫ техника лартма гараж уйӑрса панӑ. Ҫавӑн пекех ӑшӑ, электричество тӑкакӗсене саплаштарать. Ял тӑрӑхӗ унсӑр пуҫне ҫурта юсама тӗллев лартнӑ. Кӑҫал тӑррине улӑштармалла. Ҫитменлӗхсем пирки калас пулсан - пушар машинисем кивӗ. Сӑмахран, 157-мӗш "Захара" 1973-мӗш ҫулта туса кӑларнӑ. Техника паркне ҫӗнетме ял администрацийӗ хӑй тӗллӗн вӑй ҫитереймест, ҫавӑнпа ку ыйтӑва республика шайӗнче тимлӗх уйӑрасса шанаҫҫӗ.

Телее, Туҫа ял тӑрӑхӗнче кӑҫал пысӑк пушар пулман. Анчах та дружина 5 хут курӑкпа ҫӳп-ҫап ҫуннине сӳнтерме васканӑ. Ушкӑн кашнинче ҫулӑма хӑй вӑйӗпех лӑплантарнӑ. Патӑрьелсем ялсемпе пӗрлех халӗ вӑрмансене те уйрӑмах сыхлаҫҫӗ.



21 мая 2019
13:37
Поделиться
;