Шыва кĕмелли вырăн хăрушсăр пулмалла/ НТРК от 01.06.2020
Кăçал Чăваш Енре 13 пляж тата шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ 86 вырăн уçма палăртаççĕ. Пур муниципалитетра та ăшă çанталăкра чăмпăлтатмалли хăрушсăр вырăн пулмалла. Çак ĕçе пур ял тăрăхĕнче те йĕркелесен тата та лайăх пулмаллине каларĕç Республика правительствин тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче.