Шыври хӑрушсӑрлӑх çинчен - пĕчĕккисемпе
Çуллахи каникул вăхăтĕнче, уйрăмах тÿперен хĕвел хытă хĕртме пуçласан ача-пăча çыран е кӳлĕ хĕррине васкать.
Чăваш Республикинче шыва кĕмелли тапхăр хăçан пуçланасси пирки, вĕсен вырăнĕсен шучĕ çинчен ГКЧСăн шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов Чӑваш ен наци телерадиокомпанийӗн "Çăлтăркăчсем" ача-пăча передачинче каласа парĕ.
Çăмăлттайланса чылай чухне шыва кĕнĕ самантра пĕчĕккисем хăйсене мĕнле тытмалли çинчен те манса каяççĕ. Ачасен шыва кĕнĕ чухне мĕнле йĕркесене пăхăнмалла-ха? Ытларах мĕн çине тимлĕх уйăрмалла? Шыва кĕнĕ вăхатра шыв температури миçепе танлашмалла? - çакă тата ытти ыйтусем çине Николай Иванович тĕплĕ хурав парать. Хуравĕ мĕнле пулать - "Çăлтăркăчсем" передачӑна июнӗн 15-мӗшӗнче 19 сехет те 30 минутра пӑхса тепĕр хут аса илсе çирĕплетме пултаратăр.