Ачасемпе çамрăксем тÿрĕ çул çинчен пăрăнса йĕркене пăснă тĕслĕхсем, шел пулин те, хăш-пĕр чухне районта пулаççĕ. Вĕсене вăхăтра асăрхани, сăнаса тăрса йăнăшĕсене тÿрлетме пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çакăн пек çамрăксем çине куллен тимлĕх уйăрать те районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор Р.Н.Жукова.
— Рева Николаевна, паянхи куна профилактика учетĕнче миçе ача шутланать?
— Районĕпе пирĕн кун пеккисем саккăрăн. Вĕсен ÿсĕмĕ — 15 çултан пуçласа 17 çул таран. Кукăр алăллă çамрăксем, мопедпа водитель прависĕр ярăнакансем, ÿсĕрле лекнисем, 22 сехет хыççăн урамра ашшĕ- амăшĕсĕр çÿрекенсем çак списока лекеççĕ. Эпир вĕсемпе куллен профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр, хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслетпĕр, ашшĕ-амăшĕ- пе, шкулти вĕрентекенсемпе хутшăнса асăрхаттаракан ĕçсене пурнăçлатпăр.
— Ача кукăр çул çине тăрасси мĕнрен килет?
— Çул çитменнисем йĕркене пăснин сăлтавĕсем чылай чухне çемьери условисемпе çыхăннă. Çемьери ăнăçсăр лару-тăрура ачан психики мĕн пĕчĕкрен шар курать. Енчен те ашшĕпе амăшĕ тусĕсене пуçтарса куллен эрех ĕçеççĕ, усал сăмахсемпе вăрçăнаççĕ, пĕр-пĕринпе куллен харкашаççĕ, ачисен воспитанийĕ çине тимлĕх уйăрмаççĕ пулсан, ачасем мĕн пĕчĕкрен çакна курса ÿсеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çуккине кура тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсен çак йывăрлăхсене хирĕç хăйсем тĕллĕн кĕрешме тивет. Кун пек чухне вĕсем тÿрĕ çултан пăрăнасси те инçе мар. Çав вăхăтрах пĕчĕклех эрех-сăра тутанакансем те çакăн пек çемьесенче нумай. Кун йышши çемьесене эпир шута илетпĕр, куллен тĕрĕслесе тăратпăр. Паянхи куна районта 22 ăнăçсăр çемье шутра тăрать. Вĕсенче пурĕ 40 ача çитĕнет. Эпир вĕсем патне час-часах çÿ- ретпĕр, асăрхаса тăратпăр.
— Çамрăксем мĕнле ушкăна лекни те çул çитменнисем хăйсене мĕнле тытни çине витĕм кÿретех ĕнтĕ…
— Çапла, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсен тыткаларăшĕ хăш чухне палăрмаллах урăхланать. Вĕсем ашшĕ- амăшне итлеми пулаççĕ, тус-тантăшĕсемпе ытларах хутшăнса хăйсене вĕсем пек тытма тăрăшаççĕ, ушкăнри лидер мĕн хушнине пурнăçлаççĕ. Хăйсем çитĕнсе çитнине кăтартас тĕл- левпе пирус туртма пуçлаççĕ, йÿççине тутанаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ача пушă вăхăта камсемпе ирттернине тĕпчесе пĕлмеллех, ун çине ырă витĕм кÿме тăрăшмалла.
— Хăвăр ирттерекен профилактика мероприятийĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарсамăр.
— Кашни çулах эпир тĕрлĕ енлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Кăçал эпир, сăмахран, «Дети России», «Твой выбор», «Условник», «Быт — Семья» ятсемпе ятарлă операцисем йĕркелерĕмĕр, шкулсене тухса çÿресе калаçусем ирттертĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин, пушар хурал чаçĕн, район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх пайĕн ĕçченĕсем ялсене тухса çÿреççĕ. Уйрăмах уявсем вăхă- тĕнче ăнăçсăр çемьесем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Акă, май уйăхĕнче канмалли кунсем нумай пулчĕç. Çакăн пек чухне çитĕннисем эрех-сăрапа айкашнине пула инкексем йышлă пулаççĕ. Çавăнпа та эпир районти ăнăçсăр çемьесене çитсе лару-тăрăва тĕрĕслерĕмĕр, асăрхаттартăмăр.
— Çуллахи каникул пуçланнă май, ачасем пушшех те тимлĕхсĕр юлаççĕ. Ашшĕ- амăшĕ — ĕçре, ачасен вара пушă вăхăт нумай. Вĕсем лайăх мар лару-тăрăва ан лекчĕр тесе мĕн тумалла-ха?
— Çапла, çу кунĕсенче ачасем ытларах хăйсем тĕллĕн çÿреççĕ. Кунĕпе урамра чупнă чухне инкеке лекес хăрушлăх та ÿсет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене асăрхаттарса калаçусем ирттермелле. Урамра хăйсене мĕнле тытмаллине, палламан çынсемпе хутшăнмалла маррине каласа ăнлантармалла. Çавăн пекех велосипедсемпе, самокатсемпе ярăннă чухне çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине аса илтермелле. Шăрăх çанталăк пуçлансан пĕвесемпе юхан шывсем, паллах, хăйсем патне илĕртеççĕ. Шыва кĕни инкек патне илсе ан пытăр тесен ишме пĕлмен ачасене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме ямалла мар. Ачасем чăмпăлтатнă чухне аслисен сăнасах тăмалла. Çавăн пекех пĕвесем ăшăнса çитиччен шыва кĕмелле мар. Сивĕ шывра шăнăр хутлатса лартать. Кун пек чухне темле лайăх ишме пĕлекен çын та путма пултарать. Çавăн пекех вăрмана çырлана е кăмпана кайнă чухне хăйсене мĕнле тытмаллине ачасене каласа ăнлантармалла. Вĕсем хăйсем тĕллĕн аякка кĕрсе ан çÿреччĕр. Чи кирли — ачасене хăрушсăрлăх мерисем çинчен каласах тăмалла. Тимлĕ пулар, каникул инкексĕр ирттĕр.
Н.КАЛАШНИКОВА.