Шыв çăмăлттайлăха каçармасть/ "Хыпар", 25 Юпа, 2021
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура ГКЧС ертӳçи Олег Яковлев кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Çапла, сыхлăх çулла — çынсем шыва кĕнĕ вăхăтра — кăна мар, кĕркунне-хĕлле те кирлĕ. Юлашки çичĕ çулта кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта республикăра 34 çын путса вилнĕ. Кăçал чӳк уйăхĕнче те çанталăк улшăнчăк пулĕ, кӳлĕ-юхан шыв раштавра кăна çирĕп пăрпа витĕнĕ. Апла тăк асăрханулăх пушшех кирлĕ.
Шел те, пăтăрмахсем пулкаласах тăраççĕ. Олег Николаевич юпа уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрринче пулнă тĕслĕх çинчен каласа пачĕ. Унти çăлав станцине каçхине полицирен шăнкăравланă — Атăл варринчи кимĕрен пулăçа эвакуацилеме ыйтнă. Вăл юлташĕпе пĕрле пулнă иккен. Тусĕ лавккана чупнă, ӳсĕр арçын вара, çыран хĕрринче ларса юлнăскер, кимĕ юхан шыв варринелле ишсе кайнине сисмен те. Çыран патне таврăнас тесе авăсма пуçланă — усăсăр. Çийĕнчен кимме вылятса янине кура хăй унта тытăнса тăрайман — шыва ӳкнĕ. Юрать, телефонĕ çумрах пулнă — пулăшу ыйтса шăнкăравлама ăс çитнĕ. Тĕттĕмленнĕ пулин те çăлавçăсем ăна часах тупнă. Кимĕ бортĕнчен çакланнăскере шывран кăларнă, организмĕ шăннăскере больницăна ăсатнă. Кăшт кăна каярах юлса çитнĕ пулсан çăласси иккĕленӳллĕччĕ.
ГКЧС ертӳçи юлашки çулсенче транспорт хатĕрĕсем пăр çине тухнă май шыва кайнă тĕслĕх чылай пулнине аса илтерчĕ. Кунашкалли ытларах чухне çынсен вилĕмĕпе вĕçленет. Çавăнпа вăл административлă правăна пăсни çинчен калакан саккуна улшăну кĕртме сĕнчĕ: транспорт хатĕрĕсем ятарлă каçă йĕркелемен вырăнсенче пăр çине тухнăшăн штраф палăртмалла, унсăрăн асăннă йышши инкексем татах та татах пулĕç.
www.hypar.ru