Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Елчĕк районĕнчи 44-мĕш пушар чаçĕнчи çулăма хирĕç кĕрешекен Владимир Кузьмин çемйи «Çулталăк çемьи» конкурсĕнче хутшăнчĕ

Çемье – çĕршыв тĕрекĕ. Çирĕп çемье – пурнăçри чи хаклă пуянлăх, çыннăн шанчăклă тĕрекĕ, çирĕп çуначĕ. Çемьери ăшăлăха хаклама, ăнланупа çепĕçлĕхре пурăнас, ачасене пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тăратнă май вĕсемшĕн тĕрев пулас. Тата çемьесенчи ытти ырă тĕслĕхне анлăрах сарас тĕллевпе республикăра çулсерен «Çулталăк çемьи» конкурс иртет. Конкурса хутшăнакан кашни çемье ыттисемшĕн тĕслĕх: вĕсем ĕçре те хастар, спортпа та туслă, йăла-йĕркесене тимлеççĕ, ачи-пăчисене тивĕçлĕ ӳстереççĕ. «Çулталăк çемйи» конкурс пултаруллă, хастар та ĕçчен çемьесене пĕр пысăк уява пĕрлештерчĕ. Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине ачасене парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче вĕсем шикленмесĕр ӳсеççĕ, пур енлĕн аталанма пултараççĕ. Çемье ăшши – пурнăç тĕрекĕ палăртаççĕ конкурса хутшăнма кăмăл тунă хастар çемьесем.

КУЗЬМИНСЕН ÇЕМЙИ: «Ку конкурс пирĕншĕн, паллах, пĕрремĕш пулчĕ, кĕтмен-çĕртен пулса тухрĕ тата. Анчах та эпир хатĕр темелле и, мĕншĕн тесен пушартан сыхлас ĕçпе эпир тахçанах ĕçлетпĕр. Мăшăр пушар хуралĕнче ĕçленипе питĕ çывăх пире çак ĕç. Эпир ачасене, халăха çӳресе пушартан мĕнле сыхланасси пирки листовкăсем валеçсе, кил-çурта мĕнле упрас ĕçе явăçтаратпăр, хăнăхтаратпăр».



02 декабря 2021
11:29
Поделиться