Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Асăрхануллă пулмалла/НТРК Чувашии от 21.12.2021

Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Чăваш Ен тĕп хулинче фейерверк яма 55 лапам палăртнă. Ку йыша парксемпе скверсем, стадионсемпе аллейăсем кĕреççĕ. Уяв инкек ан пултăр тесе хăрушсăрлăх йĕрки тĕп вырăнта пулмалла. Ку ыйтăва паян ятарлă ларура сӳтсе яврĕç. Çĕнĕ çулхи кану кунĕсем кăçал вунă кун пулĕç. Иртнĕ çулхине аса илсен вĕсем савăнтармаççĕ. Республикăра кашни кун тенĕ пекех хĕрлĕ автан алхаснă, çут тĕнчерен çынсем уйрăлнă.

Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине манмалла мар. Пушар тухасран сыхланмалла, ачасене сăнасах тăмалла. Сирпĕтекен хатĕрсене йĕркене пăхăнса усă курмалла».



22 декабря 2021
09:01
Поделиться