Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Тимлĕхе çухатмала мар /НТРК/10.01.2022

«Хĕрлĕ автан» 42 хут ташша янă, çулăмра виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Чăваш Енре иртнĕ вунă талăка пĕтĕмлетрĕç. Кун пирки Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен республикăра 42 хут вут-çулăм ялкăшнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ку пĕр пушар сахалтарах. Асăннă тапхăрта вут-кăварта виçĕ çын вилнĕ. Çак вăхăтрах 2021 çулта 11 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. «Хĕрлĕ автан» ташланин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çулăмпа тимсĕр пулни, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманни, электричество хатĕрĕсем юсавсăрри, кăмакасене тĕрĕс усă курманни тата ытти те. Ытларах çуртсем, мунчасем, хуралтăсем, лавккасем, тимĕр утсем кĕлленнине палăртмалла. Уявсене республикăра пурăнакансем сирпĕтекен хатĕрсемпе илемлетеççĕ, анчах та хăрушсăрлăха пăхăнмасăр 10 çын хăйсен сывлăхне сиен кӳнĕ. Вĕсене çийĕнчех медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. 50 çына яхăн вĕрсе хăпартнă çунасемпе ярăнса шар курнă. Вăл шутра 30 ача. Телее, пурте сывă. Çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче 32 инкек пулнă. Вĕсенчен çурри ытла сивĕ тата вĕри шыв тытăмĕпе çыхăннă. Кăлтăксене пурне те пĕтернĕ.

Алексей Зотиков, Павел Иритков



11 января 2022
10:28
Поделиться