Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Кӳлепе тăваççĕ

Пушар машини – юртан. Чăваш Республикинчи синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн уйрăмĕсенче «Чи аван юр кӳлепи-2022» конкурс иртет. Кăçал ăна пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – тавралăха хăтлăх кĕртесси, ĕçченсен пултарулăхне аталантарасси.

Пушар хуралĕнче Владимир Соколов 18-мĕш çул ĕçлет. Çулăмпа кĕрешесси ансат мар пулнине калать вăл. Конкурса хаваспах хутшăннине палăртать хĕрлĕ автана алхасма чаракан.

ВЛАДИМИР СОКОЛОВ: «Эпир юртан пушар хурал машинине тума шутларăмăр. Пĕтĕм ĕçлекенсемпе пĕрле турăмăр. Халăхпа тăрăшса сăрласа туса лартрăмăр. Килте арăма кăтартрăм та: «Эсир юрпа вылятăр-им?», – тет. Пирĕн конкурс пырать терĕм». Пушар машинине чунпах пуçтартăмăр. Кустăрмасем, тимĕр ут кабини, бак тата ытти те. Пушар чаçри кашни ĕçчен хăй тӳпине хывнă. Евгений Карпов ку тытăмра виççĕмĕш çул ĕçлет. Ĕç стажне Шупашкар хулинче пуçланă. Пĕрремĕш пушар халĕ те куç умĕнчех пулнине калать. «Çулăмпа кĕрешекенсем – чăн-чăн арçынсем», – тет Евгений Карпов. Ашшĕнчен тĕслĕх илсе ывăлĕ те çулăмпа кĕрешекен пуласшăн/



14 февраля 2022
12:13
Поделиться