Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2022» иртрĕ

Йĕлме йĕлтĕр, йăлтăр-ялтăр, шуса тухрăмăр хире! Чăваш Енре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2022» чупу иртрĕ. Йĕлтĕре кăмăллакансем кăçал 40-мĕш хут пуçтарăнчĕç. Спорт уявне 40 000 ытла çын хутшăнчĕ. Малтан мала ыткăнаççĕ спортсменсем. Стартранах пĕрремĕш пулма ăнтăлаççĕ вĕсем.

ИРИНА КУДРЯШОВА: «Эпир ГКЧС сотрудникĕсем çакăн йышши спорт мероприятисене питĕ хастар хутшăнатпăр. Хутшăнас текенсем пирĕн кашни çул нумайлансах пыраççĕ. Спорт енĕпе эпир, чăнах та, питĕ туслă. Хамăрăн сывлăха çирĕплетесси веçех хамăртан килет».

Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çак сăмахсене чупăва килнĕ кашни çын тĕпе хурать.



01 марта 2022
13:32
Поделиться