Тимлĕ пуласчĕ/ Выпуск НТРК 28.04.2022
Çурхи тапхăрта пушар тухас хăрушлăх вăйланать. Çакна шута илсе синкерлĕ лару-тăру министерстви пурне те вăрмансенче, хуçалăхсенче çирĕп йĕркене пăхăнма ыйтать. Йĕрке хуралçисем çӳп-çапа, типĕ курăка çунтарассинчен асăрханма ыйтаççĕ. Вăрмансенче кăвайт тавраш чĕртни синкерлĕ лару-тăру патне илсе çитерме пултарать. ВЕНИАМИН ПЕТРОВ: «Пушар вăл питĕ хăрушă. Никама та, ниме те шеллемест. Сăмах май каласан, пĕлтĕр республикăра çӳп-çапсене, типĕ курăксене çунтарнă пирки 422 пушар пулнă. Кăçал вара паянхи куна 57 пушар. Çитес кунсенче Раççей тата чăваш халăхĕ çуркуннепе ĕç уявне тата Çĕнтерӳ кунне паллă тăвĕ. Чылайăшĕ çак кунсенче пахчара ĕçлĕç. Пурне те çак кунсенче вут-кăварпа асăрхануллă пулма чĕнсе каласшăн. Уйрăмах вăрманта, вăрман хĕрринче».