Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Çил-тăвăл алхаснă/НТРК Чувашии

Республикăра авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче алхаснă çил-тăвăл кÿнĕ сăтăра пĕтереccипе ĕçлеççĕ. Асар-писер çанталăк 17 ялпа хулана шар кăтартнă. 4600 ытла çын çутăсăр тăрса юлнă. Йывăç турачĕсем хуçăлса иртен-çӳрен, автомобильсем çине ӳкнĕ.

 СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Пирĕн Чăваш Республикинче питĕ вăйлă çил-тăвăл алхасрĕ. Вăл пирĕн республикăна кăлтăксăр хăвармарĕ. 7 районти ялсене аванах сиен кӳчĕ. Çавăн пекех Элĕк районĕнчи 1 çурта, Шупашкар хулинчи Никольский ячĕллĕ професси колледжне сиен кӳчĕ. Хулари йывăçсене çĕмĕрсе, ватса пĕтернин сăлтавĕ те пур – республикăри хăш-пĕр районсенче çутăсăр юлнă ялсем палăрчĕç. Ку вăл 1455 пурăнакан çуртсем, 10 социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем. Шупашкар хулинче 3 çын аманни автомашинăсене сусăрлатни паллă. Паянхи кун пур çĕрте те электроэнерги сечĕсене юсаса пĕтернĕ. Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕ асăннă ĕçсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе, тĕрĕслесе тăрать». 



20 сентября 2022
19:29
Поделиться