Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Обращение врио Главы Чувашии Олега Николаева в день годовщины вывода войск из Афганистана

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Паян эпир совет ҫарӗсене Афганистан территорийӗнчен илсе тухни 31 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫак кун 15 пин ытла совет салтакӗсен пурнӑҫне татнӑ вӑрҫӑ вӗҫленнӗ. Вӗсен паттӑрлӑхӗпе чысне сума суса эпир Раҫҫейри интернационалист салтакӗсем халӑх асӗнче пулнине паллӑ тӑватпӑр.

Афганистанри ҫапӑҫусенче Чӑваш Енре пурӑнакан 4,5 пин ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 115-шӗ вилнӗ, тӑваттӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хаяр ҫапӑҫусенче пирӗн ентешсем калама ҫук чӑтӑмлӑ, паттӑр пулнине кӑтартнӑ. Эпир вӗсенпе тивӗҫлипех мухтанатпӑр.

Интернационалистсем тата ветерансем нумайӑшӗ унчченхи пекех стройра. Вӗсем ҫар ҫыннисен юлташлӑхӗн чи лайӑх йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Афганистанпа Ҫурҫӗр Кавказ тата Тӑван Ҫӗршыв тулашӗнчи ытти хирӗҫӳсенче хутшӑннисене, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисене пурне те ҫирӗп сывлӑх тата нумай ҫул хушши телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма чун-чӗререн ӑнӑҫу сунатӑп. 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                                       Олег Николаев



17 февраля 2020
08:46
Поделиться