Государственный комитет Чувашской Республики по делам гражданской обороны и чрезвычайным ситуациям

Шыв асăрханулăх ыйтать

Шыв асăрханулăх ыйтать

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 20 ытла çын путса вилнĕ. Муркашра 9 çын, Çĕнĕ Шупашкарта 4, Канаш районĕнче 3 çын пурнăçран уйрăлнă. Синкер пулăмсем ытларах чухне юраман вырăнта тата ӳсĕрле шыва кĕнипе çыхăннă. Çавăнпа та асăрханулăх тĕп вырăнта пулмалла. Республикăри çăлавçăсем кун çинчен çине-çинех аса илтереççĕ пулин те луру-тару çав-çавах çивĕч.

Çамрăк та вăй питти, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем путнине пăшăрхантарать. «Шыв — хăватлă вăй, вăл йăнăшсене каçармасть», — тет ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров, пĕве-кÿлĕ хĕрринче сыхлăх пирки манма юраманни пирки аса илтерсе. 

«Кашни инкеке уйрăммăн тишкермелле. Халăх патне çак информацие çитермелле, асăрханулăх пирки аса илтерсех тăмалла. Профилактика тĕллевĕпе дежурствăсем, рейдсем йĕркелемелле», — пусăм тусах калать  Олег Николаев.



22 июля 2020
12:10
Поделиться